Ниме пӑхмасӑр ӗҫлӗ ҫыхӑнусем татӑлман

Шупашкарти федераци травматологи центрӗнче Австрири тӗнчипе паллӑ тухтӑр Оливер Джахани пулчӗ. Икӗ кунра вӑл республикӑри специалистсемпе пӗрле темиҫе йывӑр операци ирттерчӗ. 

Оливер Джахани республикӑри травматалоги центрӗнче пӗрремӗш хут мар. Кунта вӑл чӑн малтан 2015-мӗш ҫулта пулнӑ. Ун чухне чикӗ леш енчи специалист конференцие хутшӑннӑ. Унтанпа Шупашкара темиҫе те килсе кайнӑ. Тӗнчипе паллӑ травматолог 20 ҫул ытла пӗҫӗ шӑмми ҫинче операцисем тӑвать. Хальхинче те вӑл темиҫе пациента пулӑшрӗ. 

Федераци травматологи центрӗнчи тухтӑрсем Австрири хирургпа пӗрле операци туса хӑйсен ӑсталӑхне ӳстерме пултарчӗҫ. Ҫакӑ вӗсене малашнехи ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳрӗ. Унсӑр пуҫне ҫакӑн пек вӗренӳ ҫӗршыври тухтӑрсене ытларах хутшӑнма, пирӗн травматологсен пултарулӑхне Европари чи лайӑх клиникӑсемпе танлаштарма май парать. 

Травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, сиплев учрежденийӗ Европӑри ытти паллӑ ортопедсемпе ҫыхӑнӑва татман. Тухтӑрсем ытларах онлайн мелӗпе хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарта Атӑл федераци округӗнчи травматолог-ортопедсен черетлӗ съездне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Унта ытти ҫӗршыври хӑнасене те кӗтеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Андрей Шоклев