Хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтерекен сиплев ҫуртне уҫни муркашсемшӗн пысӑк парне пулчӗ. Медицина учрежденийӗнче округра пурӑнакан 30 пин ытла ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ. Ҫав шутра 4 пин ҫурӑ ача. Пӗр сменӑра кунта 150 пациента йышӑнма пултараҫҫӗ.
Педиатрсемпе терапевтсемсӗр пуҫне пациентсене отоларинголог, куҫ тухтӑрӗ тата невролог йышӑнаҫҫӗ. УЗИ пӑхмалли тата анализ памалли, прививка тумалли кабинетсем ӗҫлеҫҫӗ. Сиплев учрежденийӗнче сывлӑхӗ енчен хавшак ҫынсене чӑрмавсӑр кӗрсе тухма майсем туса панӑ. Пӳлӗмсенче ҫутӑ та ӑшӑ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан тата ытти хатӗр вырнаҫтарнӑ.
Лариса Тарасова министр палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ пилӗк ҫулта ҫеҫ Муркаш тӑрӑхӗнче пурӗ 6 фельдшерпа акушер пункчӗ хута янӑ, тӗп район больницин кивӗ корпусне, Мӑн Сӗнтӗр ялӗнчи поликлиникӑна, 10 тухтӑр амбулаторине тата 11 фельдшер пунктне юсаса ҫӗнетнӗ. Ку енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Оксана Верликова, Татьяна Иванова, Денис Афанасьев.








