Кунта пациентсен сывлӑхне эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплеҫҫӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Турханти врач амбулаторийӗ уҫӑлнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пӗлтерӗшлӗ пулӑма тухтӑрсем ял халӑхӗпе, мухтавлӑ ентешсемпе пӗрле чаплӑн паллӑ турӗҫ.

Турхан ялӗн историйӗ пуян, вӑл вулӑс, унтан пӗр вӑхӑт район центрӗ те пулнӑ. Кунта ҫуралса ӳснӗ пысӑк пӗлӳллӗ те ӗҫчен ҫынсем ҫӗршыв шайӗнчи хисепе тивӗҫнӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ҫакна палӑртса каланӑ май Турхан аталансах пынине пӗлтерчӗ, "кунти пурнӑҫ шайӗ, чирлисене сыватас ӗҫри меллӗхсем республикӑн тӗп хулинчи пек пулмалла" терӗ. Ялти шкул уҫӑлнӑранпа кӗҫех 200 ҫул ҫитет, пӗлтӗр ун ҫуртне тӗпрен юсанӑ, ун патне илсе ҫитерекен асфальт ҫул та вӗр-ҫӗнӗ, врач амбулаторийӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ те кунта нумай ҫамрӑк тӗпленсе пурӑнасса шанма май парать.

Ҫулӗпе ватӑ амбулаторин иртнӗлӗхӗ ҫӗршыв историйӗпе таччӑн ҫыхӑннӑ. Революциччен те, совет саманинче те кунта ҫын сывлӑхӗшӗн ҫӗрне-кунне пӗлми тӑрӑшакан тухтӑрсем вӑй хунӑ. Вӗсен хушшинче Георги Хӗресӗсен тулли кавалерӗ те, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ те, Ленин орденӗлли те пур. Уяв каҫне ертсе пыракансем амбулаторин тӗп врачӗнче ӗҫленисен ячӗсене асӑнаҫҫӗ. Чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ шурӑ халатлисен хисеплӗ йышне Анатолий Кольцов ертсе пырать. Тӗп врач пирки пурте "хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ҫын" теҫҫӗ.

Турхантан икӗ медицина ӑслӑлӑхӗн докторӗ тухнӑ: Владимир Родионовпа Ирина Иванова профессорсем паян ентешӗсемпе юнашар. Юлашки 25 ҫул хушшинче медицинӑна ялти 170 ҫамрӑк суйласа илнӗ, 35-шӗ врач дипломне илнӗ. 

Хальхи вӑхӑтра амбулатори таврари 6 ялти икӗ пин ытла ҫын сывлӑхне тӑтӑш тӗрӗслесе тӑрать. Тухтӑрсен яваплӑ тивӗҫӗ - тӗрлӗ чир-чӗре шала кайма памасӑр вӑхӑтра асӑрхаса сыватасси, ҫынсен ӗмӗрне тӑсассишӗн тимлесси. Ӗлӗкрен ҫирӗпленсе пынӑ никӗсе тӗпе хурса, аслӑ ӑрӑвӑн ырӑ тӗслӗхне ӑша илсе, коллектив пациентсен сывлӑхне эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет.

Марина Карягина, Олег Цыпленков