Кармами ялӗнче 836 ҫын пурӑнать, ытларахӑшӗ ватӑсем, ачасем те пур. Район больницине ҫитме 18 ҫухрӑм, ҫавӑнпа та медицина пулӑшӑвӗ тӗлӗшӗнчен йывӑртарах. Фельдшер пунктне малтанхи йывӑҫ ҫурт вырӑнне туса лартнӑ. Хӑтлӑ та ҫутӑ пӳлӗмсене шыв кӗртнӗ. Асли пулма 20 ытла ҫул сывлӑха сыхлассинче тӑрӑшакан Наталия Антонована шаннӑ. Ҫӗнӗ вырӑнта пӗтӗмпе хальхилле: сӗтел-пуканӗ те, ӗҫ хатӗрӗсем те.
Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров