Канаш хулинче иртнӗ ҫултанпа сывлӑх центрӗ тухӑҫлӑ ӗҫлет

Тӗп тӗллев - ҫынсене хӑйсен сывлӑхне тимлӗх уйӑрма вӗрентесси, чире асӑрхаттарасси. Канашри медицина центрӗнче иртнӗ ҫултанпа "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Сывлӑх центрӗ ӗҫлет. 

Альбина Малофеева сывлӑх чи хаклӑ пурлӑх тенине тӗпе хурать. Хӑй те вӑл медицина тытӑмӗнче ӗҫлет. Ҫавна май асӑрханни чире сиплессинчен ансатрах пулнине никамран лайӑх пӗлет. Сывлӑх центрӗнчи специалистсем шӑпах ҫакна тума пулӑшаҫҫӗ те. Ку е вӑл чир ан аталантӑр тесен мӗн тумалла? Пурнӑҫ йӗркине мӗнле улшӑнусем кӗртмелле? Кашниех кунта ҫак ыйтусен хуравне тупма пултарать. Альбина Малофеевӑна та тухтӑрсем тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх сӗнӳ-канаш пачӗҫ. 

Сывлӑх центрӗ иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. 3 пин те 700 ытла ҫын тӗрӗслев тухнӑ та ӗнтӗ. Ытларах чухне кӗлетке виҫи нормӑран ытлашши пулнине, самӑрӑлнине шута илетпӗр, - тет медицина профилактикин уйрӑмӗн ертӳҫи Дарья Оливанова. Кашни пациент валли сывӑ пурнӑҫ йӗркин карттине хатӗрлеҫҫӗ. 

Центра килекенсен малтан анкета тултармалла. Ҫакӑ специалистсене ҫын сывлӑхне хак пама, малалла мӗнле тӗпчев ирттерессине палӑртма кирлӗ. Сӑмахран, чӗлӗм туртакансен ӳпкин тасалӑхне тӗрӗслеттермелле пулать. Ҫавна май ыйтусене тӗрӗссӗн хуравлама ыйтаҫҫӗ тухтӑрсем. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр 3 пин те 400 ҫынран 9-шӗ кӑна пирус туртни пирки пӗлтернӗ. Канашри Сывлӑх центрӗнче ытти муниципалитетсенче пурӑнакансене те йышӑнаҫҫӗ.

Центрти специалистсем организацисене те тухса ҫӳреме хатӗр. Канашри пӗр предприяти ӗҫлекенсен сывлӑх паспорчӗсене тутарнӑ та ӗнтӗ. Ҫынсене чир-чӗртен хӳтӗлеме профилактика ӗҫне мӗнле йӗркелемеллине унта халӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов