С йышши гепатит - хӑрушӑ вирус. Ытларах чухне вӑл юн урлӑ лекет. Чир малтанхи тапхӑрта нимӗнле те палӑрмасть. Ҫапла вӑл темиҫе ҫул хушши хӑйне кӑтартмасан та пултарать. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗри гепатитпа аптрани пирки пӗлмеҫҫӗ те. Чирлекенсен 75 проценчӗн вирус шала каять. Ку вара организма тата йывӑртарах сиен кӳрет.
Пирӗн республикӑра ҫак чирпе аптракан 2613 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 400-шӗ - Ҫӗнӗ Шупашкартан. С гепатитран сыватма тӗрлӗ эмел усӑ кураҫҫӗ. Кӑҫалтан вара сипленме патшалӑх хушма пулӑшу уйӑрать. Паянхи куна 40 ҫын кирлӗ тӗпчев тухнӑ, терапине хатӗр вӗсем.
Чӑваш Ен федераци бюджетӗнчен 26 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Укҫана республика 3 ҫул хушши илсе тӑрӗ. Йывӑр чире вӑхӑтра тупса палӑртас тесен диспансеризаци тухмалла. Енчен те гепатит пуррине асӑрхасан тӳрех инфекционист патне каймалла. Вӑл кирлӗ тӗпчевсем ирттерме направлени парӗ. Чир ан ҫаклантӑр тесен вара кашниех асӑрхануллӑ пулмалла, сывлӑха тӗрӗслеттерсех тӑмалла.
Диана Иванова, Михаил Солин