Фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлни кирек епле ялшӑн та чӑн-чӑн уяв. Вӑрманкас Асламасра медпункт унччен те пулнӑ, анчах та иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех тунӑскер, тахҫанах кивелӗ. Ялта 200 ытла ҫын пурӑнать. Ватӑ чылай, сусӑрсемпе пӗчӗк ачасем те пур. Ҫывӑхри больницӑна - Етӗрне хулине ҫитме 30 ҫухрӑм таран каймалла. Ҫавӑнпа та юнашарах фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлни питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Медпункта ҫуркунне тума тытӑннӑ. Строительсем хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ, тӑрӑшса ӗҫленӗ. Таврари лаптӑка тирпей-илем кӗртме вара ял ҫыннисем пулӑшнӑ. Кунта Светлана Яковлева фельдшер ӗҫлет. Вӑл пациентсене эрнере икӗ кун йышӑнать. Ҫӗнӗ ҫуртра ӑшӑ, шыв кӗртнӗ.
Чӑн та, медицина кадрӗсемпе ыйту хальлӗхе ҫивӗч. Ҫапах та ырӑ улшӑнусем те пур. Етӗрне больницин тӗп тухтӑрӗ каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫулсенче 5 специалиста ӗҫе илнӗ. Тӗллевлӗн вӗренекенсем те пур.
Ку вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнче хута янӑ 15-мӗш фельдшерпа акушер пункчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах 16-мӗш Тури Ачакра уҫӑлмалла.
Надежда Александрова, Михаил Солин