Ҫӗнӗ пӗлӳпе тӗпрен юсанӑ пӳлӗмсенче тӑрӑшаҫҫӗ

Республикӑри кардиологи диспансерӗнче операци тумалли пӳлӗмсене юсанӑ, сывлӑша тасатмалли ҫӗнӗ тытӑм вырнаҫтарнӑ. Вӑл операци хыҫҫӑн пациентсене инфекцирен сыхлать.

Ҫӗнӗ тытӑм таса сывлӑш парса тӑрать. Вӑл бактерисемпе тусанран хӳтӗлет. Пациентсемшӗн те, тухтӑрсемшӗн те ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Кунти операци пӳлӗмӗсенчи урайне, стенана ятарлӑ материалпа витнӗ. Ҫавна май вӗсене ҫума, дезинфекцилеме ансат. Республикӑри кардиологи диспансерӗнчи пур операци пӳлӗмне те, вӗсем унта саккӑр, хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Ӗҫ майӗсем ҫӗнелнӗрен кунта кӑткӑс операцисем ирттереҫҫӗ. Специалистсем Петровский академик ячӗллӗ Раҫҫейри хирурги центрӗнче аортӑна сыватмалли операци тума вӗреннӗ. Унта туптанӑ ӑсталӑха хӑйсен ӗҫӗнче усӑ курма пуҫланӑ та ӗнтӗ. 

 

Алена Артемкина, Татьяна Иванова, Виктор Степанов