9 ҫула яхӑн ҫӗнӗ чӗрепе

Патӑрьел ҫыннине хӑй вӑхӑтӗнче Мускаври Валерий Шумаков академик клиникинче ҫӑлса хӑварма пултарнӑ. Трансплантаци пулӑшнипе тухтӑрсем ҫӗршывра пин-пин пациента ҫӗнӗ пурнӑҫ кӳреҫҫӗ. Чӑваш Енре те вӗсем сахал мар. 

48 ҫул тултаракан Валерий Рубцов спортпа туслӑ. Кашни кун тенӗ пек тренировкӑра: бассейнра, залта, урамра сывлӑхне ҫирӗплетет. Хӑш спорта ытларах кӑмӑлланине калама та ҫук- пур енӗпе те пултарать. Ҫакна чылай медаль-награда ӗнентерет. Ку пӗтӗмпех - пӗлтӗр ҫӗршывра пӗрремӗш хут иртнӗ трансплант вӑййисенче ҫӗнсе илнисем. Ӑмӑртӑва Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 100 ытла пациент хутшӑннӑ - вӗсем шалти органӗсене улӑштарнисемпе донорсем. Патӑрьел ҫынни кӑҫал та ҫак тупӑшӑва хутшӑнма хатӗрленет. 

Ҫапла 39 ҫулта чухне Валерий Рубцовӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнӑ темелле. Вӑй питти ар ҫын вилӗмрен ҫӑлӑнса юлнине ку таранччен никамах та пӗлмен. Вӑл районта триатлон федерацине ертсе пырать - ку спорт ишессине, велокросс тата чупассине пӗрлештерет. Ачасемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарассинче тӳпи пысӑк. Хӑй тӗслӗхӗпе ҫитӗнекен ӑрӑва та, аслисене те хавхалантарать. 

Валерий Рубцов ҫул-йӗр тӑвакан тата юсакан пӗрлешӳре тӑрӑшать. Строителе вӗреннӗскер, ҫамрӑклах ку ӗҫе парӑннӑ. Ахаль рабочинчен пуҫласа ертӳҫӗне ҫитнӗ. 

Пӗр хушӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, халӗ вара муниципалитет округӗн депутатне суйланнӑсер ял нушине аван ӑнланать. Ҫӗнӗ объектсене хута янӑ чухне яваплӑхне туять. 

Машӑрӗ ӑна ӗҫре те, пурнӑҫра та тӗрев кӳрет. Рубцовсем 2 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Арӑмӗ ҫине тӑнипе хӑй вӑхӑтӗнче Валерий йывӑр операцине килӗшнӗ. Ун пурнӑҫӗ кирек хӑш самантра татӑлма пултарнӑ: чирлӗ органне улӑштарни ҫеҫ ӑна вилӗмрен ҫалса хӑварнӑ. 

Ҫын чӗрине Совет ҫӗршывӗнче пӗрремӗш хут 1987-мӗш ҫулта ӑнӑҫлӑ улӑштарнӑ. 35 ҫул каялла Валерий Шумаков академик ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ. Паянхи кун Чӑваш Енре чӗрине улӑштарнӑ 15 ҫын пурӑнать, пӗлтереҫҫӗ сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен. Вӗсен сывлӑхне районти больницӑра та, республика кардиодиспансерӗнче те, операци тунӑ федераци клиникинче те асӑрхаса тӑраҫҫӗ, тӳлевсӗр эмелсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Хӑйне ҫӗнӗ пурнӑҫ парнеленӗ Валерий Рубцов вара кашни кунпа туллин киленме тӑрӑшать. 

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Виктор Степанов