Тӗп хулара пӗр вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тинех хӑрушсӑртарах пулӗ

Шупашкарта вӑраха кайнӑ каҫӑна хута ячӗҫ. "Кӗрӗк" суту-илӳ ҫӳрчӗ патӗнчи кӗпер пирки сӑмах пырать. Кунта шоссе урлӑ каҫмалли унчченхи вырӑна йӑлтах пӗтернӗ - светофорсене салатнӑ, "зебрӑна" сӑрланӑ, ҫул варрипе карта тытнӑ. Анчах та уҫӑлнӑ каҫӑпа хӑшӗ-пӗри усӑ кураймасть, иккен. Халӑх фрончӗн хастӑрӗсем тата ытти чылай ҫитменлӗхе палӑртнӑ. 

2014-мӗш ҫулта тума пуҫланӑ каҫӑна ҫулталӑкран хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫ вӑраха кайнӑ. Ҫак хушӑра кунта ҫине-ҫине подрядчик улшӑннӑ: малтанхи ҫука тухнӑ, ун хыҫҫӑнхи юсава тӑсса янипе хула администрацийӗ унпа сутлашнӑ, кӗпере 3-мӗш усламҫӑ туса пӗтерме килӗшнӗ. Проект тивӗҫтерменни, ятарлӑ лифт час ҫитейменни, тепӗр хут экспертиза тухма тивни - ҫакӑ ӗҫе чылайлӑха чарса лартнӑ, сӑлтавланӑ администрацинче. Ҫав хушӑра каҫӑшӑн яваплӑ пуҫлӑхсем те ылмашӑннӑ. Кашни ҫул тенӗ пек вӗсем объекта хута яма шантарнӑ. Президент юхӑмӗн хастарӗсем Республика Пуҫлӑхне кӗпере туса пӗтерме ыйтса ярсан тин лав вырӑнтан хускалнӑ. 

Ирина Николаева, Святослав Петров