Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Аслӑ Тивӗшре пурӑнакансем «НИМЕ - халӑх хысни» программӑна хутшӑнса ҫул сарнӑ

Халӑх пуҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ программа пӗчӗк ялсене те аталанма май парать. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Аслӑ Тивӗш ялӗнче пурӑнакансем, сӑмахран, ҫул сарма проект тунӑ. Ял уявӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри шӑпах ҫӗнӗ ҫула уҫни пулчӗ.

Ҫӗрпӳ округӗнчи Патӑрьел территори уйрӑмӗ тӗрлӗ проекта хутшӑнассипе уйрӑмах хастар. Кӑҫал Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем администрацие 113 пуҫарупа тухнӑ пулсан, 10-шӗ - шӑпах ку тӑрӑхран. Аслӑтивӗшсем пӗрремӗш хут проект хатӗрлесе вӗҫне-хӗрне ӑнӑҫлӑн ҫитерме пултарнӑ. 5 миллион ытла тенке ларнӑ ҫула сарма халӑх хастар хутшӑнса укҫа пухнӑ. 

Пирвайхи пуҫарӑвӑн ырӑ ҫимӗҫӗ, лайӑх кӑтартӑвӗ ял халӑхне пӗр тӑхтамасӑр тепӗр проект хатӗрлеме хистенӗ. Халӗ аслӑтивӗшсем пӗрлехи вӑйпа тата патшалӑх пулӑшӑвӗпе масар ҫурчӗ тӑвасшӑн. 

Алиса Александрова, Альбина Фомина