Юсанӑ ҫул - Ҫӗнӗ Салана хулапа ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр лаптӑк. Малашне "Звездный" ача-пӑча лагерьне ҫитме те ҫӑмӑлрах пулӗ. Ытти ялсене те ҫӗнӗ ҫулпа пӗрле чӑн ырлӑх ҫитнӗ темелле.
"Улшӑнусем савӑнтараҫҫӗ, вӑй параҫҫӗ, эпир тӗрӗс ҫулпа пынине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку халӑхпа тунӑ пӗрлехи ӗҫ. Ял-хулана хӑтлӑх кӳрес тесе "Ниме - халӑх бюджечӗ" меслет шутласа тупрӑмӑр", - палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ. Кӑҫал республикӑра ҫакнашкал пин те 555 проект ӗҫе кӗртмелле. Контрактпа килӗшӳллӗн Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи ҫул лаптӑкне 2026-мӗш ҫулти ҫурла уйӑхӗнче юсаса пӗтерме палӑртнӑ. Подрядчик хӑйӗн укҫи-тенкине усӑ курса мӗн-пур ӗҫе маларах вӗҫленӗ.
Кивӗ сие касса вак чулран никӗсне хунӑ, унтан асфальт сарнӑ. Шыв яракан пӑрӑхсене вӑрӑмлатнӑ, ҫӗнӗ ҫул-йӗр паллисем лартнӑ. Юсавӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 100 миллион тенке яхӑн. Старакри тата ҫывӑхри ытти ял халӑхӗ Олег Николаева пӗчӗк ялсен аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав турӗҫ.
Алиса Александрова, Бахтияр Велиев