Унӑн вӗренекенӗсем республика ятне ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ

Етӗрнери "Присурье" спорт шкулӗнче 12-мӗш хут Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерне Валерий Кочкова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешессипе турнир ирттерчӗҫ. 

Ку ӑмӑрту яланах ҫӳллӗ шайра иртет. Ҫапла майпа ентешӗсем, ӗҫтешӗсем, юлташӗсем Валерий Кочкова яланах ас тунине, хисепленине, вӑл ӳстернӗ спортсменсем республика, ҫӗршыв ятне тивӗҫлӗ шайра тытса тӑнипе мӑнаҫланнине палӑртаҫҫӗ. 

Кӑҫалхи кӗрешӳ хутшӑнакансен йышӗпе палӑрчӗ. Етӗрнере 200 ытла маттур спортсмен тӗл пулчӗ. Кавир ҫине Дагестан, Чечен, Коми республикисенчи, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ачасемпе ҫамрӑксем тухрӗҫ. 

Кавир ҫинчи тӗлпулусем пӗринчен тепри хӗрӳ пулчӗҫ. Етӗрне ҫӗрӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва чи вӑйлӑ спортсменсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пирӗн кӗрешӳҫӗсем те аякран килнисене парӑнма шутламарӗҫ. Турнира пӗтӗмлетнӗ май тӗрлӗ виҫе ушкӑнӗнче чылайӑшӗ малти вырӑна тухрӗ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, кубоксемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. 

Алиса Александрова, Иван Макеев