Шупашкар округӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирӗ иртрӗ

Спортпа туслӑ пулни ачасене чӑтӑмлӑха, тӑрӑшулӑха, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме вӗрентет. Ҫакна тӗпе хурса 4 ҫул каялла Шупашкар округӗнчи Тутаркассинче арҫын ачасем хушшинче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне пуҫарнӑ. Вӑл кунти вӑтам шкулти спорт залӗнче иртет. 

Турнира ҫак тӑрӑхран тухнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешессине аталантарнӑ спортсменсене халаллаҫҫӗ. Сӑмах май, Тутаркассинче ку спорт тӗсне кӑмӑллакансем валли ятарлӑ секци йӗркелекенӗ - Викентий Фомин тренер. Унӑн ӗҫне халь малалла тӑсаҫҫӗ. Секци паянхи кун та ӗҫлет. Ачасене ӑсталӑхне туптама Владимир Григорьев тата унӑн ывӑлӗ Дмитрий тренерсем пулӑшаҫҫӗ.

Турнира Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи, ҫавӑн пекех Шупашкар тӑрӑхӗнчи Тутаркассинчи, Кӳкеҫри тата Апашри спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳшӗн 10 виҫе ушкӑнӗнче 70-е яхӑн атлет тупӑшрӗ. Кашни хӑйӗн ӑсталӑхне туллин кӑтартрӗ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсем кубоксемпе дипломсене, медальсене тата асӑнмалӑх парнесене тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех турнира хутшӑннӑ чи ҫамрӑк спортсмена, чи лайӑх техника кӑтартакана, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлакана палӑртрӗҫ. Шемшер салинчи чиркӳ настоятелӗ Илья атте чи сӑпайлӑ кӗрешӳҫӗне ятарлӑ парне пачӗ. Ҫитес ҫул йӗркелӳҫӗсем ӑмӑртӑва ытларах спортсмена явӑҫтарас тӗллевлӗ. 

Алена Артемкина, Иван Макеев