Раҫҫей Геройӗ ячӗпе йӑлана кӗрсе пыракан турнир

Дмитрий Семенов гварди майорне, спорт мастерӗн кандидатне аса илсе вӑл ҫуралса ӳснӗ Шупашкар тӑрӑхӗнчи Тренкасси ялӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешессипе ӑмӑрту иртрӗ. 

Ҫак кун Дмитрий Семеновӑн тӑванӗсемшӗн, юлташӗсемпе пӗлӗшӗсемшӗн тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа та асра юлӗ. Салтакӑн тӑван ялӗнче "Воля" ятпа хастарлӑх шкулӗ уҫӑлчӗ. Сӑмах май, Дима хӑй те 14 ҫултанпа ҫак спорт клубӗн залӗнче ӑсталӑхне туптанӑ

Пирвайхи хут турнир пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ. Кӑҫалхине пухӑннӑ спортсменсене сумлӑ хӑнасем, Раҫҫей Геройӗн ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ. Ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсене ӑнӑҫупа ҫирӗплӗх суннӑ май спорт вӑл тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентекен шкул та пулнине палӑртрӗҫ. Чӑваш Республикинчи спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн ертӳҫи Николай Гаврилов та ҫакнашкал клубсем спортсменсене кӑна мар, чи малтан патриотсене, тӑван ҫӗр хӳтӗлевҫисене воспитани панине каларӗ. 

Ятарлӑ зал пысӑках мар. Ӑна Дмитрий Семеновӑн юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, ял ҫыннисем укҫа пухса шкул котельнӑйӗ пулнӑ ҫуртран тунӑ. Турнира ушкӑнпа тупӑшмалла йӗркеленӗ, пурне те хӑтлӑ пултӑр тесе кашни командӑна 4 ҫынна кӗртме сӗннӗ. Кавир ҫине 13-14 ҫулти спортсменсем тухрӗҫ. Шупашкар округӗн кӗрешӳҫисем хӑйсен ентешӗ ячӗпе тупӑшрӗҫ. Ҫӗнтерме сӑмах панӑ арҫын ачасем шанӑҫа тӳрре кӑларчӗҫ. Турнира Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Сӗнтӗрвӑрринчен килнӗ тантӑшӗсене хӑйсенчен ирттермерӗҫ, Раҫҫей Геройӗн Дмитрий Семеновӑн Кубокне ҫӗнсе илчӗҫ.

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин