Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫӗршыв, тӗнче шайӗллӗ спортсменсем йышлӑ тухнӑ. Ку, паллах ӗнтӗ, куллен, ҫине тӑрса, тӳсӗмлӗн суйласа илнӗ ҫулпа утакансен тӳпи. Сергей Семёнов кӗрешсе ҫӗнтерес тупӑшӑва яш чухнех килӗштернӗ. Тикеш ялӗнче вӑл ӳссе ҫитӗничченех ут ярса мала тухакансем те, ҫуран чупакансем те, кӗрешӳ спортӗнчи Николай Иванов СССР призёрӗ пек курӑмлӑ тӗслӗх паракансем пулни те ӑна витӗм кӳнех. Халӗ Сергей Анатолиевич хӑй те Раҫҫей спорт маҫтӑрӗ.
Кавир ҫинче тӗрлӗ шайри кӗрешӳҫӗсем, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче хӑйсен ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартнисем те пур. Сергей Семёнов хӑй те паянхи кун нумай спорт маҫтӑрӗ ҫитӗнтернӗ. Шупашкарти Кочков ячӗллӗ Олимп резервӗсен шкулӗн тренер-преподавателӗнче, Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн аслӑ тренерӗнче ӗҫлене май, вӑл хӑй умне ҫуллен татӑклӑ тӗллев лартать: университета аслӑ шкулсен Спартакиадинче мала кӑларасси, кашни ҫул пӗрер спорт маҫтӑрӗ те пулин хатӗрлесси. Хальччен тӑрӑшуллӑ вӗрентекен мӗн шутлани пурнӑҫа кӗрсе пынӑ. Ун патӗнче туптаннӑ спортсменсем аслӑ тусне тав тӑваҫҫӗ.
Кӑҫалхи турнирта та Сергей Семёнов ӗҫлекен Олимп резервӗсен спорт шкулӗн ачисем - призёрсен йышӗнче. Светлана Константинова хатӗрлекен кӗрешӳҫӗсем темиҫе медаль ҫӗнсе илчӗҫ. Мала тухнисем пурте дипломсемпе хаклӑ парнесене тата ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр медальсене тивӗҫрӗҫ. Кун пек турнирсенче пуринчен пахи - аслисем ӑрусен ҫыхӑнӑвне татмасӑр кӗҫӗннисене хӑйсен ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ ӗҫне явӑҫтарни.
Марина Карягина, Иван Макеев