Ӗҫри ӑсталӑхне кӑтартас текенсем республикӑри тӗрлӗ хуҫалӑхран пуҫтарӑннӑ. Зоотехник-селекционер аллинче линейка тата циркуль. Вӗсем ҫапла выльӑх-чӗрлӗхе мӑйракинчен пуҫласа хӳри таранах виҫеҫҫӗ, ҫитменлӗхӗсене тата лайӑх енӗсене палӑртаҫҫӗ.
Ольга Антонова 13 ҫул зоотехникра тӑрӑшать. Ку конкурса вӑл 3-мӗш хут хутшӑнать. Ӑсталӑха ӳстерсех тӑмалла, тет ялти специалист.
Конкурса хутшӑнакансем пӗлӗвне ӗҫре кӑна мар, теорире те ҫирӗплетрӗҫ. Ҫакнашкал тупӑшу выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинчи ҫӗнӗлӗхсене алла илме, кӑтартусене лайӑхлатма май парать. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чух, вӗсем ӗҫлекен хуҫалӑхӑн иртнӗ 3 ҫулти ҫитенӗвӗсене те шута илнӗ - сӑвӑм мӗн чухлӗ пулнӑ, пӑрусен шучӗ тата ытти те. Ҫапла ӑсталӑх конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗпе Муркаш тӑрӑхӗнчи Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх тӗп зоотехникӗ Ирина Капитонова мала тухрӗ. Вӑл Чӑваш Ен чысне ҫурла уйӑхӗнче Мускав облаҫӗнче пулакан Пӗтӗм Раҫҫейри тупӑшура хӳтӗлӗ.
Диана Иванова, Святослав Петров