Ял хуҫалӑхӗнче тата апат-ҫимӗҫ тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсем уяв кӗрекинче савӑнчӗҫ

Кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме, тĕллевсене палăртма вӗсем  "Волга-Опера" театра пухӑнчӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе производствӑпа экономика кӑтартӑвӗсемпе мала тухнӑ муниципалитетсене чысларӗç уявра. Пĕрремĕш вырăна хӑйсен ушкӑнӗсенче Красноармейски, Шупашкар, Муркаш округӗсем йышӑнчӗҫ. 

Ҫу каҫа ырми-канми вӑй хунӑ хыҫҫӑн ҫӗр ӗҫченӗ кӗр мӑнтӑрӗпе савӑнать. Кӑҫал иртнӗ 10 ҫулти вӑтам кӑтартуран 7 процент ытларах тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ. Хамӑр республикӑна паха ҫимӗҫпе тивӗҫтернипе пӗрлех экспорт калӑпӑшне ӳстерсе пырать. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессинче те ӳсӗм сахал мар. Кӑҫал сӗт сӑвасси 3 процент, ҫӑмарта илесси 16 процент таран ӳснӗ. 

Ӳсӗм тума хресчене патшалӑх та пулӑшать. Чӑваш Енри агропромышленноҫ тытӑмне аталантарма кӑҫал кӑна 5 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Чылай фермер грант илсе хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе ярать. Республика ҫӗршыв правительстви палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе хӑмла туса илессинче те пысӑк утӑмсемпе пырать.

Чӑваш Ен паян ял хуҫалӑх кӑтартӑвӗсемпе Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче малтисен йышӗнче пырать. Ҫавӑн пекех тӗрлӗрен патшалӑх программи пурнӑҫланнӑ май, ялсем пур енлӗн хӑтлӑланса пыраҫҫӗ. Вӗсенче ҫын шучӗ чакса пыни ҫеҫ пӑшӑрхантарать. Уявра ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене Чӑваш Ен тата Раҫҫей шайӗнчи хисеплӗ ятсемпе, тав хучӗсемпе чысларӗҫ.

Ял хуҫалӑхне аталантаракансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Артистсем вара пухӑннисене концерт парнелерӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Андрей Шоклев