Ял хуҫалӑхӗнче тата апат-ҫимӗҫ тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсем паян кӗрекене пухӑнаҫҫӗ

Эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ҫивӗчленсе пынине кура вӑл ытти ҫултинчен самай пӗчӗкрех пулӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртекен уява  хутшӑнма кьюар-код тата ПЦР-тест кӑтартӑвӗ кирлӗ. Ӗҫченсене мӗн пур санитари йӗркине пӑхӑнса саламлатпӑр, - теҫҫӗ Ял хуҫалӑх министерствинче.

Ҫӗр ӗҫченӗсен тӳсӗмлӗхне кӑҫал ҫанталӑк тӗрӗслесех тӑчӗ - ҫумӑр ҫуманнипе нумай хуҫалӑх тӑкак тӳсрӗ. Ҫавна май республикӑра чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине те йышӑнма тивнӗччӗ. Тухӑҫлӑхӗ, чӑн та, пӗлтӗрхипе танлашаймасть. Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене кӑҫал пӗр гектартан 19 центнер ҫурӑ пухса илнӗ. Унчченхи ҫул -  33 центнер пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах  анасене шӑварса тӑракан хуҫалӑхсен кӗлечӗсем самай туллирех. Вӗсенчен тӗслӗх илме сӗнеҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче.  Пахча-ҫимӗҫ те хамӑра валли ҫителӗклӗ туса илнӗ. Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа ирттерекен уявра лайăх, тухăçлă ĕçлекенсене чысласси йӑлана кӗнӗ. Районсене ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене кура чи хастаррисене виçĕ ушкăнра палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, пĕрремĕш вырăнсене Тӑвай, Патăрьел тата Вӑрнар районĕсем йышăннӑ. 


Екатерина Фомина, Андрей Шоклев, Владимир Синдеев