Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен йышӗ ҫӗнӗ специалистсемпе пуянланнӑ

"Фермерсен шкулӗнчен" вӗренсе тухнисем дипломлӑ пулчӗҫ. Ку вӑл "Россельхозбанк" тата Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин Аграри университечӗн лапамӗнче пурнӑҫланакан пӗрлехи вӗренӳ проекчӗ. Пулас фермерсем 3 уйӑх ӑс пухса проект хӳтӗленӗ, пӗлӳ шайне ӳстерсе хӑйсен ӗҫне аталантарма ҫӗнӗ меслетсем алла илнӗ. 

Хальхинче шкул 3 специализаципе вӗренес текенсене пухнӑ - "Агротуризм", "Уҫӑ ҫӗрте пахча-ҫимӗҫ туса илесси" тата "Хӑмла ӳстересси". Алина Румянцева Патӑрьелӗнче ҫевокпа ӗҫлет. Ҫимӗҫ лаптӑкӗ 6 гектарпа танлашать, вӑрлӑхне те хӑйсемех тӑваҫҫӗ. Ӗҫ йӗркеленсе пынине кура хуҫалӑха малалла аталантарма шутланӑ хӗрарӑм. Хальхи технологисене тӗпе хурсан тата та пысӑкрах тухӑҫ илме пуласса шанать. 

Ҫӗрпӳ тӑрахӗнчи Надеждӑпа Дмитрий Фомиряковсем малтанласа ҫырла ӳстерессипе кӑсӑкланнӑ. Кӑҫалхи юхӑмра иккӗшӗ те хӑмла ҫитӗнтерессипе пӗлӳ илнӗ. "Чӑваш Ен - симӗс ылтӑн регионӗ, ҫавна май пирӗн те унӑн сумне ӳстерессине хамӑр ӗҫпе тӳпе хывас килет", - тет мӑшӑр. 

Республикӑра агротуризм та аталансах пырать. Ку енӗпе пӗрремӗш утӑмсенченех тӗрӗс ҫул ҫине тӑрас текенсем "Фермер шкулӗнче" пӗлӗвне тарӑнлатаҫҫӗ. 

5-мӗш юхӑмра 60-ӑн пӗлӳ илнӗ. Вӑл шутра опытлӑ ҫӗр ӗҫченӗсем те. 4 ҫулта "Фермер шкулӗ" 200 яхӑн специалиста вӗрентсе кӑларнӑ. Малтанхи ҫулсенче ҫырла туса илес текенсем йышлӑ пулнӑ. Сӑмах май, нумай пулмасть хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленисене специалист пулнине ҫирӗплетекен дипломсене Ҫырла фестивалӗнче пачӗҫ. 

Тӗрлӗ енлӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ фермерсене ура ҫине ҫирӗп тӑма, малалла аталанма май парать. 

Алиса Александрова, Надежда Александрова, Вадим Владимиров, Виктор Степанов