Сӗт сутса тупӑш туни ял ҫыннишӗн пысӑк пулӑшу. Чӑваш Енре халӗ уйрӑм хуҫалӑхсенче 50 пин ытла ӗне усраҫҫӗ. Республикӑри мӗн пур чӗр таварӑн 57 процентне халӑхран пуҫтараҫҫӗ. Сӑмах май, Атӑл тӑрӑхӗнче ку кӑтартупа эпир 3-мӗш вырӑнта. 115 тонна сӗте ытти тӑрӑха ӑсатаҫҫӗ.
Алена Артемкина, Виктор Степанов