Ял хуҫалӑх министерстви грант илме тивӗҫлисен ячӗсене пӗлтернӗ

Патшалӑх пулӑшӑвне ҫемье фермине аталантарма тата кооперативсене пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме парӗҫ. 

Конкурса фермерсенчен 20 заявка йышӑннӑ. Тӑваттӑшне комисси документсенче ҫитменлӗхсем пулнӑран пӑрахӑҫланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫиччӗн. Виҫҫӗшӗ-Патӑрьел тӑрӑхӗнчен, ыттисем Комсомольски, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски районӗсенчен. Пилӗк проекчӗ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ, ыттисем тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ туса илессипе ӗҫлесшӗн. Ҫемье фермисем валли грант виҫине кӑҫал 15 миллион тенкӗ таран ӳстернӗ, унччен вӑл 10 миллион пулнӑ. Пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес тӗллевпе 6 кооператив заявка тӑратнӑ. Комисси пӗрне кӑна ырланӑ. Пулӑшӑва, 39 миллион тенке яхӑн, "Агро-Союз" кооператив илет. Укҫана грант хуҫисем патне ҫак уйӑх вӗҫӗччен ҫитерме шантараҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. Кооперативсем валли уйӑрнӑ укҫана валеҫсе пӗтерменнине кура тепӗр хут конкурс ирттерме йышӑннӑ. Документсене ҫу уйӑхӗн 28-мӗшччен ҫитермелле. 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров