Ҫӗр ӗҫӗ хуҫине сӑнавлӑ та, асӑрхануллӑ та, перекетлӗ те пулма вӗрентет - унсӑрӑн ӑнӑҫу кураймӑн. "Патӑрьел" хупӑ акционерлӑ обществӑна 20 ҫула яхӑн ертсе пыракан Пётр Ялуков хуҫалӑха харӑсах 3 енпе аталантарать: тӗш тырӑ туса илет, мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытать, мӗн ҫитӗнтернине вырӑнти халӑх валлиех хӑварассишӗн тимлет.
Хуҫалӑхра пин гектар ҫинче тӗш тырӑ, 200 ытла гектар ҫинче куккурус, 70 гектар ҫинче ҫӗрулми туса илеҫҫӗ. Выльӑх апачӗ валли 500 гектар лаптӑк ҫине нумай ҫул ӳсекен курӑк акаҫҫӗ. Маларах хуҫалӑхра ҫӗрулми ҫитӗнтерессине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ - тухӑҫӗ савӑнтарнӑран 380 гектара ҫитернӗ. 2006-мӗш ҫулта сӗт сутас енӗпе ӗҫ ӑнтарма тытӑннӑ. Халӗ ӑратлӑ, мӑйракаллӑ шултра выльӑх пурӗ пин пуҫ, сӑвакан ӗнисене 400-е ҫитернӗ.
Ҫак ҫӗр ҫинчех унччен 300-400 ҫын ӗҫленӗ пулсан, халь 54-ӑн чиперех ӗлкӗрсе пырать. Патшалӑх ҫӗнӗ йышши трактор-комбайнпа та тивӗҫтерсе тӑрать. Кирлӗ им-ҫам ҫителӗклӗ, технологие пӗлеҫҫӗ - ӳпкелешме сӑлтав ҫук, ертӳҫӗ калашле, "паян тӑрӑшса ӗҫлемесен ҫылӑх".
Паянхи куна "Патӑрьел" хуҫалӑхра пухса кӗртмелли урпапа ҫурхи тулӑ юлнӑ. Ҫак эрнере вырмана вӗҫлесшӗн.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова