"Ядринмолоко" ҫавра ҫулне паллӑ тума хатӗрленет

90 ҫул предприяти Чӑваш Енре тата кӳршӗ регионсенче пурӑнакансене паха продукципе тивӗҫтерет. Ҫак кунсенче вара унта ҫӗнӗ лини хута кайрӗ.

Етӗрнери сӗт завочӗ ҫулсерен аталанса пырать, ҫӗнӗ технологисене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Предприятире куллен 200 тонна ытла чӗр тавар тирпейлеҫҫӗ. Кунта 100 ытла тӗрлӗ юр-вар туса кӑлараҫҫӗ. Продукципе кӳршӗ регионсене те тивӗҫтереҫҫӗ. Уяв умӗн предприятире ҫӗнӗ лини хута ячӗҫ. Вӑл сехетре 8 пин кӗленче сӗт кӑларма май парать. "Ядринмолоко" пӗрлешӳ пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать, хӑйӗн умне пысӑк тӗллевсем лартать. Кунта сыр, мороженӑй тата ача-пӑча апачӗ кӑларма палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал кӗркунне вара завод тавар туянакансене Д витаминпа пуян сӗтпе савӑнтарӗ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче завод умӗнчи лаптӑкра пысӑк уяв пулать. Пухӑннисене чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, ҫавӑн пекех Викор Рыбинпа Наталья Сенчукова тата "Турбомода" ушкӑнри Евгений Холмский юрӑҫсем тӳлевсӗр концерт кӑтартӗҫ. 

Елена Дмитриева, Владимир Синдеев