"Таябинка" агрофирма уйӗсене техника утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухнӑ. Вырма ӗҫӗсем хӑй йӗркипе, палӑртнинчен кӑшт маларах та пыраҫҫӗ. Акса ӳстернин 75 процентне тирпейлесе пӳлмесене кӗртнӗ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ - 5 пин те 200 гектар. Пуҫтарса илмелли тепӗр пин гектара яхӑн юлнӑ. Тухӑҫ пирки калас пулсан пӗлтӗрхин ҫурри кӑна кӗлетсене кӗрӗ кӑҫал. Ӗҫре хавхалантараканни вара регион ертӳҫи Олег Николаев йышӑнӑвӗпе пирӗн тӑрӑхра 2-мӗш ҫул ӗҫлекен программа. Унпа килӗшӳллӗн ял хуҫалӑх техники туяннӑ укҫан 40 процентне тавӑрса параҫҫӗ. "Таябинкӑра" та ҫак пулӑшупа усӑ курнӑ. Техника паркне 100 миллион ытла тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ пулсан, 20 миллион тенкӗ субсиди илнӗ агрофирма.
Алиса Александрова, Михаил Солин