Выльӑх шутне упраса хӑварма пулӑшасса шанаҫҫӗ

Республикӑра ӗне тытакансене укҫа уйӑрма документ пуҫтараҫҫӗ

Чӑваш республики килти хушма хуҫалӑхра сӗт туса илес енӗпе Атӑл федераци округӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнать. Нумай ял ҫыннишӗн ҫакӑ тупӑш тумалли пӗртен пӗр ҫӑлкуҫ. Анчах та ҫу кунӗсенче чӗр тавар хакӗ чакать. Ҫавна шута илсе Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кашни ӗне пуҫне субсиди уйӑрас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Халӗ халӑхран заявленисем йышӑнма тытӑннӑ. Ку ӗҫе мӗнле йӗркеленипе кӑсӑкланса Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артомонов Муркаш районне ҫитрӗ. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов