Вирусран та, чир-чӗртен те хӑрамаҫҫӗ

Республикӑра паха ҫӗр улми вӑрлӑхӗ туса илесси вӑй илет

Чӑваш Енре кӑҫал 8 пин те 200 гектар ҫинче ҫӗр улми лартса хӑварма палӑртнӑ. Ҫак ӗҫ вӑраха кайрӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ, сивӗ тӑнӑран хуҫалӑхсем часах хире тухаймарӗҫ. Плана хальлӗхе пурнӑҫламан-ха. Паянхи кун тӗлне "иккӗмӗш ҫӑкӑра" 4 пин те 800 гектар лартнӑ. Ҫӗр ӗҫченӗсем мӗнле тухӑҫ пуҫтарса кӗртесси вӑрлӑхран та нумай килет. Муркаш районӗнчи Григорий Павлов фермер шӑпах ҫакна тӗпе хурса ӗҫлет. 

 

 

Екатерина Фомина, Екатерина Данилова, Виктор Степанов