Йӗпреҫри ветеринари станцийӗ ҫӗнӗ автомобильпе пуянланчӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинине тӳрех пахаларӗҫ. УЗИ тумалли аппаратпа, вӑкӑр вӑрлӑхне упрамалли савӑтпа, техник-осеменатора кирлӗ ытти хатӗрпе тивӗҫтернӗ ӑна. Чӗннӗ ҫӗре хӑвӑрт ҫитме, ял халӑхне пулӑшу кӳме меллӗ халь. Ӗнесене искусствӑлла майпа пӗтӗлентерни сӑвӑма ӳстерме, чир ересрен асӑрханма пулӑшать, - теҫҫӗ ветеринарсем. Сӑмах май, республикӑра тӗрлӗ амак сарӑласран вӗсем сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак ӗҫре нумай ҫул ырми-канми тӑрӑшакансем те пӗрин-хыҫҫӑн тепри сцена ҫине хӑпарчӗҫ. Хисеплӗ ятсемпе Тав ҫырӑвӗсем, Хисеп грамотисем пачӗҫ вӗсене.
Екатерина Фомина, Вадим Владимиров