Компанири специалистсен сӑмахӗпе, хальхи йышши хатӗрсене пула продукцие тӗнче шайне кӑларма май пур. Кӑҫал Чӑваш Енри уй-хирсенче им-ҫама тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ. Вӗсем хӑйсен пахалӑхне ҫирӗплетнӗ. Паян "Шанс" компанисен ушкӑнӗ хуҫалӑхсене 60 ытла тӗрлӗ пестицидпа тата минераллӑ удобренипе тивӗҫтерме хатӗр.
Вероника Павлова, Леонид Петров, Семен Антонов