Акакан лаптӑк районта 29 пин ытла гектар. Тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 20 пин гектар ҫинче туса илеҫҫӗ. Кӑҫал хуҫалӑхсем кӗлете 70 пин тонна ытла тырӑ кӗртсе хунӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 41 процент ытларах. Вӑтам тухӑҫ 34 центнерпа танлашнӑ. Андрей Хорошавин фермер хуҫалӑхӗнче, "Цивильский бекон" тата "ВДС" пӗрлешӳсенче тыр-пул уйрӑмах ӑнса пулнӑ. Кӗрхи культурӑсене районта 7 пин ытла гектар акса хӑварнӑ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров