Утарҫӑсемпе ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем пыл туса илессинчи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Хурт-хӑмӑр ӑстисемпе тӗл пулма тӗрлӗ ведомствӑри специалистсене чӗннӗ. Пӗрле татса памалли ыйту чылай.

Раҫҫей ял хуҫалӑх министерстви пыл хурчӗ ӗрчетекенсен пӗрлехи реестрне хатӗрлесси пирки пӗлтернӗ. Унта вӗсем ҫинчен мӗнпур информаци упранӗ. Вӗлле хурчӗсене сыхласа хӑварас ыйту та ҫивӗч. Пӗлтӗр нумай регионта утарҫӑсем ҫухату тӳснӗччӗ.  Хуртсен пысӑк йышӗ пӗтнине вӗсем ял хуҫалӑх культурисене йӗркене пӑсса им-ҫамланипе  ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫакнашкал лару-тӑруран асӑрханас тесен мӗн тумалла, хурт-хӑмӑр ӑстисем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ? Ҫак ыйтусене Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура сӳтсе яврӗҫ.

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров