Ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пянхи куна округсенче тыр пулӑн 80 ытла процентне вырса илнӗ. Республикипе илсен вӑтам тухӑҫ - пӗр гектартан 32,9 центнер. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫумӑрлӑ кунсем пулчӗҫ. Ҫавна май, вырма чарӑнса ларнӑ. Халь уяр ҫанталӑпа усӑ курса иртен пуҫласа каҫчен хирсенче вӑй хураҫҫӗ - талӑкне вӑтамран 11 пин гектар лаптӑка тирпейлеҫҫӗ. Элӗк тӑрӑхӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем 7 пин ытла гектар йышӑннӑ. Мӗн пур лаптӑкӑн 92 прцентне пуҫтарса кӗртнӗ. Паянхи кун виҫӗ хуҫалӑхра вырма пырать. Ку эрнере вӗсенче те хӗрӳ ӗҫҫи вӗҫленессе шанаҫҫӗ.
Шупашкар округӗнче 5 гектар ҫинчен 100 тонна яхан хӑяр пуҫтарнӑ, 24 ытла гектар ҫичен ҫырла пуҫтарса илнӗ. Тыр-пул тата пӑрҫа йышши культурӑсем унта 21 пин ытла гектар.
Патӑрьел тӑрӑхӗнче халь сахӑр кӑшманӗ пуҫтарассипе ӗҫлеҫҫӗ. Фермер хуҫалахӗсем 520 гектар ҫинчен ҫевок пухса кӗртнӗ. Ҫитес вӑхӑтра патӑрьелсем купӑста касма, хӗрлӗ кӑшман кӑларма тухӗҫ.
Алена Артемкина








