Тырӑ акасси те, ҫӗр улми лартасси та кая юлса пырать

Уй-хир ӗҫӗ Правительство канашлӑвӗнчи тӗп ыйтусенчен пӗри пулчӗ.

Ҫанталӑк ура хумасан  ҫитес 5-6 кунра республикӑра ака ӗҫне вӗҫлемелле. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсем халӗ ҫум-курӑка, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑна хирӗҫ те кӗрешме пуҫланӑ.  

 

Екатерина Фомина, Михаил Солин