Тӗп тӗллев - вырӑнти ял хуҫалӑх таварне туса илекене пулӑшасси

"Пехет" агромаркетра поставщик кунӗ иртрӗ. Унта республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцийӗпе паллаштарчӗҫ.

Суту-илӳ сентрисем сӗт-ҫу, аш-какай, хуҫалӑхри пахча-ҫимӗҫпе тата ытти продукци йывӑрӑшӗпе авӑнаҫҫӗ. Паян ҫак пуянлӑх хӑйнеевӗр курав та. Унӑн тӗллевӗ - ҫӗршыври туянакана Чӑваш Енре туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫ ассортименчӗпе паллаштарасси. Ҫапла майпа пӗчӗк тата пысӑк услама тӗрев парасси.

Продукципе тивӗҫтерекенсен кунне Чӑваш Енре 5-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Ҫавна май ҫак ҫулсенче курав чылай фермера пулӑшу панӑ. Уявра вара усламҫӑсем шанӑҫлӑ туссем те тупаҫҫӗ. Паха ҫимӗҫе халӑхра сарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫре ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Услам ӗҫне аталантарассинче наци уйрӑмлӑхӗсене палӑртма пӗлни те хӑйӗн уссине парать.

Теприсем ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те. Куравра хӑнасем чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗн капӑрлӑхӗпе те паллашма пултарчӗҫ.

Ҫирӗплетнӗ кун йӗркине пӑхӑнса усламҫӑсем пленарлӑ ларӑва та пуҫтарӑнчӗҫ. Унта Чӑваш Енри фермерсем туса кӑларакан продукци ҫӗршыври лавккасен сентрисене мӗн таран тивӗҫтерме пултарнине сӳтсе яврӗҫ. Кунта электронлӑ суту-илӳ майӗсне аталантарасси те вырӑнлӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Алексей Енейкин