Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ фончӗ курава 7 тӗрлӗ кӗрпе тӑратнӑ. Вӗсене мӗнле туса илнипе ҫывӑхрах Олег Николаев тата ытти хӑнасем паллашрӗҫ. Пӗрлешӳ пӑри культурине халӑхра анлӑ сарассипе тӑрӑшать. Сӑмах май, кӑҫал ӑна 50 гектар ҫинче акса хӑварнӑ. Пӑри кӗрпипе бюджетлӑ организацисене тивӗҫтереҫҫӗ. Куравра специалистсем хӑнасене ҫак кӗрперен хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйларӗҫ.
Леонид Петров, Семен Антонов