Тӗнчери лару-тӑрӑва пӑхмасӑр экспорта ӳстермелли майсене шыраҫҫӗ

Республикӑра туса кӑларакан продукцие чикӗ леш енне ӑсатассине лайӑхлатас тӗллевпе 2024-мӗш ҫулчченхи экспорт аталанӑвӗн программине вӑя кӗртӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак ыйтупа йӗркеленӗ ларура пӗлтерчӗ. 

Кӑҫалхи 10 уйӑхра пирӗн республикӑри тулаш суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ 450 миллион доллӑрпа танлашнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫултипе пӑхсан 14 процент сахалтарах. Уйрӑмах экспорт шар курнӑ - вӑл 27 процента яхӑн чакнӑ. Ҫакӑ тӗнчери лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Кӑҫал Чӑваш Енпе суту-илӳ ҫыхӑнӑвне 17 ҫӗршыв пӑрахӑҫланӑ. Ҫапах та республикӑра туса кӑларакан продукцине туянакансен йышӗ ҫав-ҫавах сахал мар. Хальлӗхе 84 ҫӗршывпа ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Ытларах чикӗ леш енне хими промышленноҫӗпе каучук ӑсатаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх продукцийӗн экспорчӗ ҫине вара паянхи лару-тӑру витӗм пачах та кӳмен тесен те юрать. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх савӑнтаракан кӑтартусем те пур. 

Чӑваш Енри 335 пӗчӗк тата вӑтам суту-илӳ субъекчӗсем экспорт енӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Пирӗн республика ку тӗлӗшпе пӗртен-пӗр регион, ӑҫта кӑтартусем палӑртнинчен ытларах пулнӑ. 

Ларӑва "Экра" предприятире йӗркелени те ахаль мар. Кунта продукцие ют ҫӗршыва ӑсатас енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Заводри специалистсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе пуҫтарӑннисене паллаштарчӗҫ.

Оксана Верликова, Димитрий Макаров