Курс вӗҫленнӗ тӗле кашни вӗренекенӗн бизнес-план хатӗрлесе хӳтӗлемелле пулнӑ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес кӑмӑллисене 2 енпе аталанма сӗннӗ: сыр пӗҫересси тата пулӑ ӗрчетесси. Вӑрмар районӗнчи Юрий Иванов мӗн ачаран ҫӗр ҫинче ӗҫленине калать. "Ял хуҫалӑх ӗҫӗ ывӑлсемшӗн те ют ан пултӑр, вӗсем те тӑван ялтах пурӑнччӑр", - тет вӑл. Ҫак сӑлтавпах фермерсен шкулне кӗме заявлени панӑ. Тин документ илнӗ специалистсене кооперативсене пӗрлешме сӗнчӗҫ. Ун пек патшалӑх пулӑшӑвне илсе тӗрлӗ инвестици проектне хутшӑнма пулӗ.
Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Михаил Солин, Виктор Степанов