Саратов тӑрӑхӗнче иртнӗ тупӑшу хамӑр ҫӗршыври 30 регионти аграрисене пӗрлештернӗ. Унта ҫавӑн пекех Беларуҫ тата Кӑнтӑр Осети Республикисенчи ҫӗр ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Уява йӗркелекенсем анлӑ программа хатӗрленӗ: экстремаллӑ чупу, тест-драйв, тӗрлӗ ӑсталӑх лапамӗсем, экскурсисемпе ярмӑрккасем тата ытти те. Хӑйсен пултарулӑхӗпе 40 ытла механизатор паллаштарнӑ. Виҫӗ кунра вара ӑмӑртусене 80 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Шупашкарти Трактор музейӗ "Сухапуҫӗнчен пуҫласа хальхи машинсем таран" курав йӗркеленӗ. Иртнӗ ӗмӗрти 30-мӗш, 40-мӗш, 50-мӗш ҫулсенче туса кӑларнӑ тимӗр утсем халӗ те юсавлӑ пулни чылайӑшӗшӗн тӗлӗнтермӗш пулнӑ.
Ҫӗр ӗҫченӗсем Прасковья АнгЕлина ячӗпе хисепленекен хӗрсен бригадине уйрӑмах хапӑлласа йышӑннӑ. Ушкӑн ретро трактор-шоу кӑтартса панӑ.
Куравпа пӗрлех суха чемпионатӗнче трактор аталанӑвӗн парачӗ иртнӗ. Унта хӑй вӑхӑтӗнче Сталинград, Владимир, Волгоград, Липецк завочӗсенче кӑларнӑ техника пулнӑ. Нумай ҫул иртнӗ пулин те, тыр пул тирпейлемелли хатӗрсем паянхи кун та тӗрӗс-тӗкел ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ӗлӗкхи хресченӗн ҫӑмӑл мар ӗҫне лайӑх сӑнлаҫҫӗ.
Трактор музейӗ кун пек ҫӳревре тӑтӑшах пулать. Унччен маларах кӑсӑклӑ техника Тутарстанра, Ленинград облаҫӗнче тата ытти регионсенче иртнӗ куравсемпе чемпионатсене пӗрре мар хутшӑннӑ.
Леонид Петров, Владислав Сергеев