Иртнӗ ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче регион ертӳҫи Олег Николаев ӗне усракансене укҫан пулӑшма йышӑнни ял ҫыннине хавхалану кӳчӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче сӑвӑм ӳснӗ май, халӑхран пуҫтаракан чӗр тавар хакӗ те яланах чакатчӗ. Ӗҫлес кӑмӑл хуҫӑлнине пытармастчӗ хресчен. Субсиди вырӑнлӑ та вӑхӑтлӑ пулнине палӑртать вӑл. Ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ республикӑра ҫак пулӑшӑва 33 пин те 100 ҫын тивӗҫнӗ. Ку вӑл 93 процентпа танлашать. Хыснаран ҫакна валли 158 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Патшалӑхран субсиди илнисенчен ял хуҫалӑх министерстви халӗ отчёт кӗтет.
Екатерина Фомина, Владимир Степанов