Чӑвашсен авалхи ӗҫ-хӗлӗпе тата йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ пахча пуянлӑхӗ пирӗн халӑхӑн хӑйнеевӗрлӗ символӗ пулса патшалӑх гербне те илем кӳрет. Совет саманинче "симӗс ылтӑна" Чӑваш Енре 3 пин ытла гектар ҫинче ӳстернӗ. Ҫавна май регион ҫӗршыври сӑра завочӗсене 80 процент таран хӑмлапа тивӗҫтернӗ. Иртнӗ чӗрӗк ӗмӗрте вара ылтӑн пахчасен ытларах пайне ҫум курӑк пусса илнӗ. Халӗ ҫак тирпейсӗрлӗхе йӗркене кӗртме вӑхӑт.
Ку енпе Чӑваш Енре тухӑҫлӑрах ӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра хамӑр республикӑри предприятисем хӑмла татса тирпейлемелли техника кӑларассипе ӗҫлеме пуҫламалла. Ку тӗллевпе кӑҫал вырӑнти хыснаран хушма укҫа уйӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫивӗч ыйту - хуҫалӑхсене паха калчапа тивӗҫтересси.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров