Юханшыв портӗнче вара кашни кунах артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Килнӗ ҫынна ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илесси, чӑваш сӑрипе сӑйласси - авалтан килекен йӑла. Пирӗн халӑх тӗпелӗнче хӑнасене яланах тарават.
Уява тӑрӑшса хатӗрленни куҫ кӗрет. Кӑҫал тӗрлӗ регионти 28 завод хӑйӗнпе паллаштарма кӑмӑл тунӑ. Хӑнасем умне лартма 7 тонна аш-какай, 60 тонна сӑра хатӗрленӗ.
Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх, фестиваль сӑн-сӑпачӗ юрӑ-ташӑпа хаваслӑхра кӑна мар. 5 ҫулта вӑл пӗрлӗх вӑйне кӑтартакан лапам пулса тӑнӑ. Кунта килӗшӳсем алӑ пусса малашлӑх енне сулмаклӑ утӑмсем тӑваҫҫӗ. Хӑмла туса илес ӗҫри тӗллевсене палӑртаҫҫӗ.
Паянхи кун республикӑра пӗтӗмӗшле хӑмла лаптӑкӗнчен 138 гектар ҫинче "симӗс ылтӑн" ӳсет. Ятарласа йышӑннӑ патшалӑх программипе 2030 ҫул тӗлне ӑна 2 пин гектара ҫитерме тӗллев лартнӑ.
Фестиваль ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшчен пырать. Юханшыв портӗнче хӑнасене кулленех 12 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.
Алиса Александрова








