Апат-ҫимӗҫ туризмне аталантарассин тӗллевӗ - республика хӑнисене чӑваш тӗпелӗнчи ӗҫме-ҫимепе, хамӑр халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарасси, вӗсене сыхласа хӑварса килес ӑрусене вӗрентесси, уява пухӑннӑ предприятисене хутшӑнма, пӗр-пӗрин пуян опытне малашнехи ӗҫе кӗртесси. Ҫакна пуҫтарӑннисене саламланӑ май, регион ертӳҫи Олег Николаев та ҫирӗплетрӗ. Фестиваль республикӑра 3-мӗш хут иртрӗ. Ушкӑнсем сӗтелсене пӗрешкел ҫимӗҫпе ан тултарччӑр тесе кашнине уйрӑм сӗнӳ панӑ. Канашсем купӑстаран тутлӑ сӑй хатӗрленӗ, элӗксем - кукӑль-пӳремеч тунӑ, Патӑрьелсем вӗри апат пӗҫерсе килнӗ. Хӑна килнӗ ҫӗре сӗтел ҫинче юсман яшки те, хунеме яшки те пӑсланать. "Хамӑр тӑрӑхри кафесенчи менюра та яланах тӗрлӗ чӑваш апачӗ пур", - теҫҫӗ фестивале килнисем.
Муркаш тӑрӑхӗнчен килнӗ "Тарават" ушкӑн эрнипех хатӗрленнӗ. Пӗлтӗр, сӑмах май, Мӑн Сӗнтӗр райповӗ фестивальте 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кӑҫал вӗсене пылак ҫимӗҫе чӑвашлатма сӗннӗ. Каҫалсен тӗпелне иртме вара аш-какай шӑрши илӗртрӗ.
Тӳресем пӗр сӗтелтен теприн патне куҫса ушкӑнсен ӑсталӑхне хак пачӗҫ. Ҫулран-ҫул хутшӑнакансем ӑмӑртупа ытларах кӑсӑкланнине, хӑйнеевӗрлӗхӗпе тӗлӗнтерме тӑрӑшнине, хӑйсен тӗпелти пултарулӑхне ҫӗнӗ варкӑш кӗртнине палӑртрӗҫ. Пӗрисем тӗрлӗ апат астивнӗ хушӑра теприсем концертпа киленчӗҫ. Кунтах ӑста поварсем ачасене премӗк эрешлеме, аслисене чӑкӑт туса ӑна ҫӗнӗ тутӑ кӗртме вӗрентрӗҫ. Фестивале курма килнисем чӑвашлӑх уявӗнче кӑмӑлтан савӑннине палӑртрӗҫ.
Фестиваль Гран-Прине хальхинче йӗпреҫсем тивӗҫрӗҫ. 1-мӗш вырӑн - пӑрачкавсен, 2-мӗшне - Нурӑс райпоне пачӗҫ, 3-мӗшсем - Элӗк, Ишлей, Канаш ушкӑнӗсем. Ыттисене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал малтанхи 3 уйӑхра кӑна туристсен йышӗ 147 пин ҫын таран ӳснӗ. Ку пӗлтӗрхи кӑтартуран самай пысӑкрах. Ҫакнашкал фестивальсем вара ҫулҫӳревҫӗсене хамӑр региона илӗртессине ырӑ витӗм кӳмелле.
Алиса Александрова, Димитрий Макаров