"Вега" пӗрлешӳ 1989-мӗш ҫулта йӗркеленнӗ. Предприятире йывӑҫ тирпейлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ытти енпе те услам тӑваҫҫӗ. Халӗ компани хӑйӗн умне ҫӗнӗ тӗллев лартнӑ - пулӑ ӗрчетесси. Ҫакӑн валли пӗлтӗр кивӗ ҫурта тӗпрен ҫӗнетсе пулӑ ҫитӗнтерме ятарлӑ пӳлӗмсем тунӑ, хатӗрсем туяннӑ. Иккӗмӗш хутра 25 куб шыв кӗрекен 26 катка вырнаҫтарнӑ. Пулӑсене аталанма кунта тивӗҫлӗ майсем тунӑ. Ятарлӑ тытӑм шыва тӗплӗн тасатса тӑрӗ. Пулла тата унран хатӗрленӗ продукцие хамӑр тӑрӑхра туса илни питӗ лайӑх пулмалла, теҫҫӗ предприятире. "Фермерсен шкулне" халӗ заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Кашни кӑмӑл тӑвакан аквакультура енӗпе ӑсталӑхне ӳстерме пултарӗ. Хӑйсен бизнес-проекчӗсене тивӗҫлӗ хӳтӗленӗ усламҫӑсене ӗҫе пуҫарса яма грант параҫҫӗ.
Елена Дмитриева, Димитрий Макаров