Шупашкар районӗнче Ялсене аталантармалли комплекслӑ программӑпа пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ

Республикӑри ялсене аталантарма кӑҫал тӗрлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурӗ 5 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Укҫа-тенкӗпе клубсемпе шкулсем ҫӗклеҫҫӗ, ҫул сараҫҫӗ, шыв кӗртеҫҫӗ. Ытти ӗҫ те сахал мар ялта. 

Ҫӗнӗ Тутаркасси посёлокӗ сарӑлсах пырать. Ку тӑрӑхра нумай ачаллӑ 40 ҫемьене ҫӗр валеҫсе панӑ. Пушӑ хирте ҫурт лартма никам та васкаман. Кӑҫал ҫу пуҫламӑшӗнче шыв тата канализаци тытӑмӗсене тума тытӑнни нумайӑшне хавхалану кӳнӗ. Пысӑк ӗҫе Ялсене аталантармалли комплекслӑ программӑпа килӗшӳллӗн пуҫӑннӑ. Хыснаран ҫакна валли 17 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрнӑ. Шыв тата канализаци пӑрӑхӗсене Садовая, Сиреневая тата Зелёная урамсемпе хурса тухаҫҫӗ. Подрядчик шанӑҫа тӳрре кӑларса пырать, - каласа кӑтартать Тутаркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Фомин. Ӗҫе палӑртнинчен маларах вӗҫлес кӑмӑллӑ строительсем. Графикпе чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле вӗсен. 

Екатерина Фомина, Михаил Солин