Шупашкар округӗнчи хуҫалӑх выльӑх апачӗ хатӗрлекен цех хута янӑ

Ӗне сӗчӗ чӗлхи ҫинче пулнине тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкар округӗнчи хуҫалӑх выльӑх апачӗ хатӗрлемелли ҫӗнӗ цех уҫрӗ.  

Хуҫалӑхра 2 пин ытла пуҫ сӑвакан ӗне тата пӑру. Вӗсене кулленех пахалӑхлӑ апат кирлӗ. Ҫавна май 2 ҫул каялла ятарлӑ цех тума тытӑннӑ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа пурнӑҫа кӗртнӗ. Малтан кирлӗ хатӗрсене кӳрсе килнӗ, унтан цех ҫуртне ҫӗклеме пуҫланӑ. Кунне кунта 2 тоннӑран пуҫласа 5 тонна таран выльӑх апачӗ авӑртса кӑларма пулать. Паянхи куна 3 пин тонна ҫурӑ хатӗрлеҫҫӗ.  
Инвестици проектне пурнӑҫа кӗртме хуҫалӑх пурӗ 49 миллион ытла тенкӗ укҫа хывнӑ. Патшалӑх субсиди уйӑрни самай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Вӗтетсе, хутӑштарса, витаминсем хушса панӑ апата ӗнесем те, пӑрусем те юратса ҫиеҫҫӗ. Хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарни апат пахалӑхне ӳстерме, алӑ вӗҫҫӗн ӗҫлессине чакарма пулӑшать. Кунти ӗҫе операторсем компьютер пулӑшнипе йӗркелесе тӑраҫҫӗ.

- Кӑҫал тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑтам тухӑҫӗ пӗлтӗрхинчен кӑшт пӗчӗкрех пулин те, кӗлетсем тулли, кӑтартусем  аван, - тет округ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗпе тата сӗт сӑвассипе "Ольдеевская" предприяти Шупашкар округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑнта. «Хуҫалӑха ҫирӗплетсе пынӑ май ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те ӳссе пырасса шанатпӑр», - теҫҫӗ кунта.  

Оксана Верликова, Святослав Петров.