Шӑмӑршӑ районӗнче соя вырма пуҫланӑ

Пирӗн республикӑра ҫак культурӑпа хальлӗхе сахал хуҫалӑх ӗҫлет. Чӗмпӗр облаҫӗнче вара ку ӳсен-тӑранпа никама та тӗлӗнтереймӗн. Ҫавӑнпа та юнашар регионти усламҫӑсем Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра тӗпленсе ҫӗнӗ предприяти йӗркеленӗ.

Артем Саблин ял хуҫалӑхӗпе шкултах кӑсӑкланма тытӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗн хӑйӗн предприяти пур - ӑна хастар пулӑшнӑ. Шкул пӗтерсен каччӑ Чӗмпӗрти ял хуҫалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Алла диплом иличченех агрономра тӑрӑшма пуҫланӑ. 2018-мӗш ҫултанпа Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи "Победа" хуҫалӑхра ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫак предприятие те пиччӗшӗ йӗркеленӗ. Ӗлӗк Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра колхоз пулнӑ. Вӑл аркансан уй-хирсене хыт-хура ярса илнӗ, вити-хуралтисем те юхӑннӑ. Юнашар регионти усламҫӑсене ҫакӑ хӑратман. Чӑваш Енре хресченсем валли тӗрлӗ субсиди пурри те хавхалантарнӑ чӗмпӗрсене. Пӗлтӗр ҫеҫ 35 миллион тенкӗлӗх техника туяннӑ. Тӑкаксен 40 процентне патшалӑх саплашатрнӑ. Хуҫалӑхра сойӑпа ытларах ӗҫлеме тӗллев лартнӑ.

Вероника Павлова, Димитрий Макаров