Сӗт туса илекенсемпе тирпейлекенсем чӗр тавар хакӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ

"Чӗр тавар хакӗ йӳнелсех пырать, лавкка сентрисем ҫинчи юр-вар хакӗ вара ҫӳлеллех кармашать. Ӗне усранин пайтине курма пӑрахрӑмӑр". Ҫакӑн пек каланине халӗ час-час илтме пулать. Чӑн та, халӑхран пуҫтаракан сӗтӗн вӑтам хакӗ пӗр уйӑхра 18 тенкӗ те 80 пус таран чакнӑ. Ку иртнӗ ҫулти ҫак вӑхӑтринчен 21 процент пӗчӗкрех.

Сӑлтавӗ мӗнре? Лару-тӑрӑва епле майпа улӑштарма пулать? Ҫак ыйтусене сӳтсе явма ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт туса илекенсемпе пуҫтаракансене, ӑна тирпейлекенсене, муниципалитетсен ертӳҫисене пӗрле пуҫтарчӗ. 

Иртнӗ уйӑхра сӗт хакӗ тӑрук чакса кайни ял ҫыннисене самаях пӑшӑрхантарать. Ӗне усрани нумай ҫемьене тупӑш илме пулӑшать. Сӑмах май, республикӑра туса илекен 450 пин тонна сӗтрен ҫурри ытла килти хушма хуҫалӑхсене тивет. Ыйту ҫивӗчлӗхне ял хуҫалӑх министерствинче ӑнланмаҫҫӗ мар. 

Йывӑрлӑхран тухмалли ҫул-йӗре пӗрле шырас пулать, - терӗ Сергей Артамонов министр канашлӑва пухӑннисене. Чӗр тавара кам мӗнле хакпа пуҫтарнине те тишкерсе тухрӗҫ. Хӑш-пӗр муниципалитетра литр сӗте усламҫӑсем 16 тенкӗпе кӑна йышӑнаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах тепӗр ҫӗрте 22 тенкӗпе. Яваплӑ ведомство ертӳҫи округ пуҫлӑхӗсене мӗншӗн ҫакӑн пек уйрӑмлӑх пулнине тӗпчеме, сӗт куҫӑмне - ӑна кам тата ӑҫтан илсе тухнине, хӑш завода леҫнине - йӗрлеме ыйтрӗ. Халӑхран сӗт пуҫтаракан усламҫӑсем те сӑмах илчӗҫ канашлура. "Тирпейлекен предприятисем сахалрах тӳлеме пуҫланине кура эпир те хака чакаратпӑр, тӑкаклӑ ӗҫлес килмест", - теҫҫӗ вӗсем. Сӗт завочӗсем вара, чӑн та, чӗр тавар хакне иртнӗ ҫулти ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан 10 процент чухлӗ йӳнетнӗ. 

Чӑваш Енре кӑна мар ытти регионсенче те халӗ ҫакнашкал лару-тӑру. Сӑлтавӗ темиҫе пулнине палӑртаҫҫӗ ял хуҫалӑх министерствинче. Ҫӗршывра сӗт ытларах туса илме пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтрах ӑна ыйтакан сахалланнӑ. Санкцисене пула экспорт калӑпӑшӗ чакнӑ, чикӗ леш енчен вара ытларах кӳрсе килме тытӑннӑ. 

Усламҫӑсене халӑхран пуҫтаракан сӗте тӗрӗслесе илмеллине аса илтерчӗҫ канашлура. Шывпа хутӑштарса пани ҫине-ҫинех тӗл пулать. Пӗр усламҫӑ унашкал чӗр тавара илсе каймасан та, тепри ун пеккине тиркемест. Сӗт сутакансен те, ӑна йышӑнакансен те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме хӑнӑхмалла, - палӑртрӗҫ пухӑннисем. Тирпейлекен предприятисене лайӑх чӗр тавар кирлӗ. Апла пулин те пысӑк пахалӑхлине вырнаҫтарма та паянхи кун йывӑрланса пырать, - терӗҫ Шупашкар районӗнчи хуҫалӑх ертӳҫисем. Лару-тӑру ҫивӗч пулни куҫкӗрет. Канашлура сӗте республика тулашне ӑсатакансене субсиди пама, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе килти хушма хуҫалӑхсене шкулсене продукципе тивӗҫтерес ӗҫе ытларах явӑҫтарма сӗнчӗҫ. 

 

Екатерина Фомина, Вадим Владимиров