Сӗт суса илесси те, ӗҫ укҫи те ӳснӗ

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи "Коминтерн" ҫӗнӗ вите хута ячӗ. Ку вӑл 2017 ҫултанпа туса лартнӑ 7-мӗш корпус. Ҫапла майпа сӗт суса илесси те 4 хут ӳснӗ, кунта тӑрӑшакансен ӗҫ укҫине те 2 хутчен пысӑклатма май тупăннӑ. 

Ҫӗнӗ витере 650 пуҫ тына - пӑру вырнаҫӗ. Пурте Голштински ӑратлисем. Вӗсем 13 уйӑхран пуçласа 24 уйӑх таран ҫакӑнта пурӑнаҫҫӗ. 7-мӗш корпус уҫăлни коллектившăн пысӑк уяв, тесе палăртрӗ хуҫалӑх ертӳҫи Альбина Новикова. Çак витесене туса лартма хуçалӑх 450 миллион тенкӗ инвестици илнӗ. Çав шутран 127 миллион тенкӗ - ҫӑмӑллатнӑ кредит. 

Паянхи куна илсен хуҫалӑхра 2020 мăйракаллă шултра выльăх. Пĕтĕмпе 850 ĕне сăваççĕ. Сӑвӑма 4 хут ӳстерме пултарни – пысăк çитĕнÿ, çывӑх вӑхӑтра вара кашни ĕнерен 10 пин килограмм сĕт суса илес тĕллев лартнă. 

Акционерсен "Чурачикское" пӗрлешĕвĕнче вара 2050 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх. 747 ĕне сăваççĕ. Çĕнĕ витере 750 пуҫ ҫамрăк выльӑх усрама пӑхса хунӑ. Малашне ӗҫ-пуç тата лайӑхрах аталанасса шанаҫҫӗ кунта. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр объект туса лартма палăртнă. 

 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров