Сад-пахчасенче улма-ҫырла ешермелле

Чӑваш Енре уйрӑм ҫынсем сад-пахча тытас ӗҫри хӑшпӗр ыйтусем ҫинчен калакан республика саккунӗ пирки сӑмах тапратнӑ. Ҫак кунсенче асӑннӑ документа мӗнле пурнӑҫа кӗртмеллине сӳтсе яврӗҫ.

Иртнӗ ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пирӗн республикӑра сад-пахчаҫӑсен 744 пӗрлешӗвӗ шутланса тӑрать, вӗсенчен  98-шӗ - хуласенче. Пӗтӗмлетсе шутлас пулсан, пӗрлӗхсен аллинче пурӗ 143 пин ҫӗр лаптӑкӗ, анчах 70 пинӗ ҫинче кӑна ӗҫлеҫҫӗ. 5 пин гектара яхӑн лаптӑк юхӑнса выртать-мӗн: унта ҫум-курӑк ашкӑрать, хуҫисене те тупаймаҫҫӗ. Паянхи кун ума ҫивӗччӗн тухса тӑнӑ ыйту - ҫак енӗпе йӗрке тӑвасси. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗллев лартнӑ: кӑҫал ҫак ҫӗр лаптӑкӗсене шута илсе патшалӑх программине пурнӑҫа кӗртмелле.

Марина Карягина, Владимир Синдеев