Республикӑри пур округра та техникӑна тыр-пул пуссине кӑларнӑ

Ҫумӑр хушӑран ҫӗр ӗҫченне "кантарать" пулин те, лаптӑксене часах типӗтекен хӗрӳ хӗвел тухӑҫа малалла пухма май парать. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӑҫал та пӳлмесене самай тултарас тӗллевлӗ. 

Ку округа тахҫанах кӗтнӗ нӳрӗк килсе уҫӑлтарнӑ хыҫҫӑн тулӑ пуссисем пӗр хушӑ трактор-комбайн шавӗнчен канаҫҫӗ. "Красный партизан" колхоз уйӗсем пӗр тикӗссӗн хитре ӳсекен тырӑпа савӑнтараҫҫӗ. Ертӳҫӗ ҫакна ҫуракине те, ытти ӗҫе те хӑй вӑхӑчӗпе тухнипе, йӗркипе туса пынипе сӑлтавлать. Кӗрхи культурӑсен уйне хуҫалӑхра утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӗнӗ. Ку колхозра ҫирӗпленнӗ йӑла тӑрӑх, пӗрремӗш кӗлтене халӑхпа пуҫтарӑнса вырса илнӗ. Паянхи кун тӗлне тыр-пула 200 гектар лаптӑкран пухса кӗртнӗ. Вӑтам тухӑҫӗ хальлӗхе гектартан 37 центнер. 

"Красный партизан" колхоз витисенче пин пуҫа яхӑн мӑйракаллӑ шултра выльӑх тӑрать. Вӗсенчен 350-шӗ - сӑвакан ӗне. Ҫавӑнпа выльӑх апачӗ те сахал мар хатӗрлеҫҫӗ ҫу каҫипе. Йӗпреҫ округӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан тепӗр пысӑк предприяти - "Пионер", унӑн уйӗсем 3 пине яхӑн гектар ҫинче сарӑлса выртаҫҫӗ. Хуҫалӑхра паянхи кун тӗлне 1300 ытла тонна тӗш-тырӑ ҫапса илнӗ. Ҫанталӑк чӑрмав кӳмесен йӗпреҫсем вырмана 3 эрнере вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Ытти енчен йывӑрлӑхсем пулмалла мар. Хуҫалӑхсенче кивӗ трактор-машин юлманпа пӗрех, тырӑ пуссисене хальхи йышши хӑватлӑ комбайнсем тирпейлеҫҫӗ. Техника культурисемпе те ӗҫлеҫҫӗ ку тӑрӑхра, пахча-ҫимӗҫ те туса илеҫҫӗ.

Паянхи кун тӗлне Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче 750 гектартан пӗрчӗллӗ культурӑсене пухса кӗртнӗ. Хуҫалӑхсен пӳлмисене 2 пин те 200 тонна яхӑн тӗш тырӑ хунӑ. Вӑл шутран 2 пинӗшӗ - тулӑ, ытти - урпа. Вӑтам тухӑҫӗ - гектартан 29 центнер. Республикӑра кӑҫал пӗтӗмӗшле тыр-пул лаптӑкӗ - 547 пин гектар. Вӑл шутран пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем 303 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсем тӗлне 20 пин ытла гектартан тӗш тырӑ ҫапса илнӗ. Вӑл шутра 12 пине яхӑн тулӑ, ҫавӑн пекех ыраш тата урпа. Чӑваш Енӗпе вӑтам тухӑҫ хальлӗхе гектартан 33  центнера яхӑн. 


Алиса Александрова, Димитрий Макаров